Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хел Мучи

Раҫҫейре
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

«Ростелеком Контакт-центр» Хӗл мучин тата унӑн цифра пулӑшуҫисен хӗрӳ линийӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗҫлесе кайнӑ. Унта ачасем 800 101-10-42 номерпе шӑнкӑравласа тупмалли юмахсене пӗлме, Юр пикене парнесем пирки каласа кӑтартма, Хӗл мучи валли ырӑ сӑмахсем хӑварма пултараҫҫӗ.

Шӑнкӑрав тӳлевсӗр, вӑл раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Проект «Раҫҫей почти» тата Аслӑ Устюгри Хӗл мучин резиденцийе пулӑшнипе пурнӑҫланать.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 43-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пассажирӗсен йышӗнче Хӗл Мучи пулнӑ. Вӑл салонри ҫынсене канфетпа хӑналанӑ. Лешсем вара ӑна юрӑ юрласа, сӑвӑ каласа панӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтерет.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Победа» авиакомпани Хӗл Мучин тата Юр пикен тумӗпе килнӗ пассажира самолетпа тӳлевсӗрех вӗҫме ирӗк парассине пӗлтернӗ. Ку акци раштавӑн 31-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Тӳлевсӗр вырӑнсене пушӑ вырӑн пулсан кӑна параҫҫӗ.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Шупашкарта Хӗл мучи пек ҫӳрекен таксист пур. Унӑн машининче юрӑ-кӗвӗ янӑрать, ӑна гирляндӑпа илемлетнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата хыпарлать.

Хӑйне евӗр такси нумаях пулмасть ҫӳреме тытӑннӑ. Хитре машина ҫынсене питӗ илӗртет. Водитель «Ренона» ҫутӑ кӗввипе илемлетнӗ.

Ку кӑна мар-ха, Хӗл мучи таксист хӑйӗн пассажирӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83641
 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Енре пурӑнакансене Хӗл мучи патне мар, футболистсем патне ҫыру ҫырма сӗнеҫҫӗ. Анчах ҫырура парне ыйтмалла мар, хӑвӑрӑн пурнӑҫри футболпа ҫыхӑннӑ историе каласа памалла.

Акцие Раҫҫей почти пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл – Раҫҫейӗн футбол енӗпе пӗрлештернӗ командин официаллӑ партнерӗ. Ҫырӑва чи лайӑх ҫыракансене парне параҫҫӗ: футболистсен автографӗллӗ мечӗк. Чи маттуррисене вара кашни тунтикун, чӳкӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа, суйлӗҫ. Юлашкине кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче палӑртӗҫ.

Ҫырӑва ҫак адреспа ӑсатмалла: 115172, г. Москва, ул. Народная, д. 9. «Конкурс Почта сборной» тесе палӑртмалла. Е электронлӑ адреспа ямалла: pochtasbornoy@rfs.ru.

 

Хулара

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, эсир Шупашкарта троллейбуспа ярӑнакан Хӗл мучипе Юр пикене курнӑ-и? Ҫапла, ӗнер уяв хуҫисем ҫынсене савӑнтарма тухнӑ.

Раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫӳренӗ. Вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫулӗпе кайнӑ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике пулнӑ, вӗсем хула ҫыннисемпе хӑнисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ.

Сӑмах май, ЗИУ-5 троллейбус хулара 54 ҫул каялла ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл – Шупашкарти пӗрремӗш троллейбус.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68989
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи